Тĕс кĕрет [çапать] 1. становится каким-либо (по внешности, цвету и т. п.); 2. тĕс кĕрет поправляется кто. 1. — Епле хытă пиçнĕ хĕвелпе! Крымпа Кавказра кун пек хитре тĕс кĕрес çук. А. Ĕçхĕл. Сахăр кăшманĕ акнă пусăра ретсем хушшинче юлашки хут кăпкалатса тухнă тĕле хирти ыраша ĕнтĕ ылтăн тĕс кĕнĕччĕ. А. Ĕçхĕл. Петĕрĕн вĕриленнĕ питне хĕрлĕ тĕс çапса тухнă, куçĕ савăнăç хĕлхемĕ сирпĕтет. Г. Краснов. Тăм пӳрт стенисем мăкланса кайнă, симĕс кăвак тĕс çапнă. В. Паймен. Ритăн кĕре ӳтлĕ питне хĕрлĕ тĕс çапрĕ, анчах вăл мĕншĕн хĕрелнине Таня тавçăрса илме мар, асăрхамарĕ те. А. Артемьев. Халĕ çеç тухакан хĕвел шупка хĕрлĕ пайăркисене сапаланипе йывăç тăррисене çав тери илемлĕ тĕс çапрĕ. С. Павлов. Иван Демьянович сăнĕ те сисĕнмеллех улшăнчĕ. Яланхи кĕре пит-куçне темĕнле сарăрах тĕс çапрĕ. А. Ĕçхĕл. Çил кунĕпех чӳречесем çине Вĕт тумламсем, вĕт пĕрчĕсем тăкать. Сивлек тĕс çапнă пĕлĕтсен питне, Йăмралăх ăшĕ ман пекех вăркать. В. Тимаков. 2. Тепĕр самантран хĕр лăпланчĕ, сăнне-питне яланхи тĕс кĕчĕ. А. Ĕçхĕл.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕршĕн тĕршĕнчĕк тĕрья тĕс « Тĕс кĕрет » тĕс пар тĕс тух тĕс-йĕр тĕс-йыш тĕс-пит